ЭСĒ МАНПА МАР
ЭСĒ МАНПА МАР Леонид ВОЛКОВ сāмахēсемпе Юрий ЕЛЬМОВ кēвēленē Юрий ЕЛЬМОВ юрлать МĒНШĒН ЭСĒ МАНПА МАР Атāл ик енче икē кāвайт Пēрлешме çитмест вēcен хāват Çутатаççē пēр-пēрне вēсем Вēл вēçеççē леш енне хēмсем Мēншēн эсē манпа мар Атāл çилсēр хумханать Мēншēн эсē манпа мар Симēс çулçā тāкāнать Мēншēн эсē манпа мар Эс ыйтан манран Мēншēн эсē манпа мар Эп ыйтап санран Пурччē-çке сāмах пēрле татни Пурччē-çке кāвайт пēрле чēртни Çути ытла çутā пулчē-ши Урāх кāвайт āшши туртрē-ши Уйрāмшар икē кāвайт çунать Çути Атāл урлā çул хывать Пулмē ку çулпа чупса каçма Пулмē ку çулпа сана тупма