Светлана Яковлева - Эй, тăван (реставрированный) 1
Юрă тесе пуçларăм та, Юрă евĕр пулчĕ-ши? Чуна пырса тивтĕр терĕм, Тĕлне-патне çитрĕм-ши? Х.Ю. Эй, тăванăм тăван, Мĕнле эсĕ пурăнан Эсир лайăх пурăнсассăн Пире икĕ хут аван. Х.Ю. Ташă тесе ташларăм та, Ташă евĕр тухрĕ-ши? Пурте пăхса савăнччĕр те, Савăнмалăх сикрĕм-ши? Х.Ю. Тăван тесе ай килтĕм те, Чипер пăхма пĕлтĕм-ши? Пĕрле ларса юрлани те Нихçан асран каймĕ-ши? Х.Ю. Савни тесе ай каларăм, Чăн та савни тупрăм-ши? Эппин пĕрле пурăнмашкăн Пиртен кăна килĕ-ши? Х.Ю. Эй, яшсем-пикĕрсем, Пуçлар пĕрле юрлама. Чăваш юрри янратăр, Атте-анне савăнтăр. Эй, тăванăм тăван, Мĕнле эсĕ пурăнан Эсир лайăх пурăнсассăн Пире икĕ хут аван.